Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -6.7 °C
Ҫӑла ан сур, шывне хӑвах ӗҫӗн.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Абрамов Валентин Александрович (КТЯСҪ)

Чӑвашсен хальхи вӑхӑтри паллӑ критике, литературовечӗ, Чӑваш наци конгресӗн вице-президенчӗ Валентин Александрович Абрамов 1958 ҫулхи ноябрей 1-мӗшӗнче Канаш районӗнчи Кӑшнаруй ялӗнче ҫуралнӑ. Кӑшнаруйӗнчи 8 ҫул вӗренмелли, 1974—1976 ҫулсенче Ҫӗрпӳ районӗнчи Чурачӑкри вӑтам шкулсенче пӗлӳ илнӗ. Литературӑпа ача чухнех кӑсӑкланнӑ. Ялти библиотекари, шкулти вулавӑшри кӗнекесене нумай вуланӑран библиотекарьсем унран хӑракан та пулнӑ: «Пӗтӗмпех вуласа пӗтертӗн ӗнтӗ, урӑх мӗн тупса памалла-ши?» — тенӗ.
— Вулама эпӗ шкула кайичченех вӗреннӗ: пӗр пиллӗксем тултарсан пулас, кинона тӳлевсӗр кӗрес тесе клубри тӗрлӗ плакатсемпе лозунгсене вулаттӑмччӗ. Фантастикӑпа приключени литературипе хытах интересленнӗ, — аса илет халӗ Валентин Александрович. — Географ-ҫулҫӳревҫӗ пулма ӗмӗтленеттӗм. Анчах кӗнекене юратни ҫӗнтерчӗ: эпӗ филологи енӗпе кайрӑм.
В.А.Абрамов вӑтам шкул пӗтернӗ хыҫҫӑнах пӗр ҫул хушши ялти шкулта лаборантра тата клуб заведующийӗнче ӗҫлет. 1977 ҫулта И.Н.Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн историпе филологи факультечӗн чӑваш чӗлхипе литературин уйрӑмне вӗренме кӗрет.
— Студент чухне наука ӗҫне кӗрсе кайма пулӑшнӑшӑн филологи наукисен кандидачӗсене Геннадий Яковлевич Хлебниковпа Николай Степанович Дедушкина тав тӑватӑп. Литература ҫулӗ сине тӑма пулӑшаканӗ, манра критик-литературовед ӑсталӑхне вӑратаканӗ тата аталантараканӗ — Иван Ильич Одюков профессор, — каласа парать В.Абрамов.
1982 ҫулхи кӗркунне тин ҫеҫ университетран вӗренсе тухнӑ ҫамрӑк специалиста Канаш районӗнчи Вӑтапуҫри вӑтам шкула ӗҫлеме яраҫҫӗ. Кунта пӗр вӗренӳ ҫулӗ ӗҫленӗ хыҫҫӑнах ӑна хӑй вӗренсе тухнӑ университета чӗнсе илеҫҫӗ. Чӑваш литератури кафедринче малтан ассистент, аслӑ преподаватель, 1997 ҫултанпа доцент пулса ӗҫлет. Ҫав хушӑрах аспирантурӑран вӗренсе тухать.
В.А.Абрамов ҫырнӑ пирвайхи критика статйи 1984 ҫулта «Пионер сасси» хаҫатра ҫапӑнса тухнӑ. Унтан «Тӑван Атӑл», «Ялав», «Ҫил ҫунат» журналсенче пӗрин хыҫҫӑн тепри пичетленеҫҫӗ пирӗн ентеш ҫырнӑ тӗпчевсем. «Поэтика Сеспеля», «Вопросы поэтики К.Иванова», «Наука, человек, гуманизм» тата ытти сборниксенче тухаҫҫӗ.
Халиччен чӑваш литературинче тӗпчемен е вуншар ҫулсем хушши вал е ку темӑна ҫутатма чарса тӑнӑ хайлавсене «тӗшӗлеме» тытӑнать чӑрсӑр тӗпчевҫӗ. Эротика темине ҫутатса кӑна В.А.Абрамов вуншар статья ҫырса пичетлет: «К.В.Ивановӑн «Нарспи» хайлавӗнчи эротика кӗввисем», «Я.Ухсай поэзийӗнчи Эдем пахчи, е поэт «ҫылӑхлӑ» юрату тыткӑнӗнчен епле ҫӑлӑнни», «П.Эйзинӑн эрос ыйтӑвӗ, е «юратӑвӑм, ӑҫта эс?», «Ф.Павлов сентименталист, е унӑн пултарулӑхӗнчи асар-писер туйӑмлӑх», «Наркӑмӑш, револьвер тата арҫын ҫӳҫӗ, е литература геройӗсен алибийӗ пирки», «Эрос тата Танатос ташши, е Ҫеҫпӗл Мишши пурнӑҫӗпе пултарулӑхӗнчи юратупа вилӗм сӑнӗ», «Каринкке Кавӗрлин (Г.Кореньковӑн) савӑшу поэзийӗ», «Философия любви в творчестве Г.Айги», «Эктел тата унӑн геройӗсен юрату тӗнчи».
В.А.Абрамов чылай ҫулсем хушши чӑваш литературинче повеҫ жанрӗ епле аталанса пынине тӗпчет. «Епле вилнӗ Тӑхтаман?» е чӑвашсен детективлӑ тата приключениллӗ повеҫӗ», «Асран кайми атти-анни...*, е чӑвашсен автобиографиллӗ повеҫӗ», «Шухӑшласа кӑлартӑм— тӗлӗнтӗм», е чӑвашсен фантастикӑллӑ повеҫӗ» статьясем питех те кӑсӑклӑ, тӗплӗн ҫырнӑ тӗпчевсем. Ҫавӑн пекех «Жанр повести в чувашской литературе; ее история, место и роль в национальной литературе», «Обучение чувашской повести в школах», «Чувашская повесть и ее морально-эстетическое богатство» ӗҫӗсем те пысӑк пӗлтерӗшлӗ. «Становление и развитие чувашской повести» монографийӗ чылай вӑхӑт хушши хамӑр литературӑна сӑнаса, тӗпчесе ҫырнӑ пысӑк ӗҫ пулнине палӑртмалла.
Уйрӑм писательсен пултарулӑхӗнчи тӗрлӗ енсене те ҫутатать В.А.Абрамов. «Ҫеҫпӗл лирикинчи тӗс вырӑнӗ», «Категория «время» в стилевой системе К.Иванова», «Ухсай Яккӑвӗн «тӗнчинчи шыв кульчӗпе мунча рехечӗ», «И.С.Максимов-Кошкинскин прозӑри ӑсталӑхӗ», «Взгляды И.Я.Яковлева на литературу» статьясем витӗмлӗ, тӗплӗн тишкернипе уйрӑлса тӑраҫҫӗ.
Р.Скворцова илнӗ «Литература пурӑнать, сывалӗ-ха...» интервьюран (Хыпар. 1996. Майӑн 7-мӗшӗ):
— Эсир питӗ хӑйне евӗрлӗ шухӑшлакан тӗпчевҫӗ. Сирӗн литература темипе, вӗрентӳ ӗҫӗпе, общество пурнӑҫӗпе ҫырнӑ статьясем планах шӑв-шав ҫӗклеҫҫӗ...
— Ҫаплах пулса тухать пулмалла, вӗсемшӗн ӗнсе чикки те ҫисе курнӑ...
— Мӗн вӑл Сирӗн: павлин пек курнӑҫланни-и е тӗнчекурӑм ҫапла «шӑртлӑ-и»?
— Иккӗшӗ те мар. Эпӗ Дон Кихот мар ҫил арманӗпе ҫапӑҫма. Ҫак тӗллевсемпе ҫыратӑп вӗсене: пӗрремӗшӗнчен, хытса шӑнӑрланса ларнӑ, пӗр енлӗ шухӑшлав шаблонӗсене аркатса чӑнлӑха тӗрлӗ енчен пӑхма тӑрӑшатӑп; иккӗмӗшӗнчен, кӑштах сенсацилӗх тӑвасси те юнрах пулмалла («Все сюжеты хороши, кроме скучных» текен принцип-ши?), вӗрентӳ ӗҫӗнче те плюрализм пулмаллах: тавлашӑпӑр-тавлашӑпӑр та Хусанкайпа кайран «халь иккӗш те паха» тесе калӑпӑр.
— Уйрӑмах сирӗн «Аван-и» хаҫатра пичетленнӗ статьясем нумайӑшне шарт! сиктерчӗҫ: учительсене те, шкул ачисемпе студентсене те, писательсемпе тӗпчевҫӗсене те...
— Ҫапла, ку чӑн-чӑн истори манӑн пурнӑҫра. Борис Чиндыков редактор хӑюлӑхне пула «чала тухрӑм» эпӗ. Юрату темине хускатнӑ К.Иванов, Ҫеҫпӗл, Я.Ухсай, П.Эйзин, Г.Кореньков поэтсен сӑввисемпе поэмисене тишкертӗм. Шавӗ пулчех пулмалла. Уйрӑмах К.Иванов пултарулӑхӗнчи эротика туртӑмӗсем мӗнле ӳкерӗннине «Аван-и?» хаҫатӑн 1991 ҫулхи раштаври номерӗнче пичетленнӗ статья шӑпи хӑйне евӗрлӗ пулчӗ. Каҫармарӗҫ мана куншӑн. «Нарспи ятне варалать», — тесе вӑрҫрӗҫ. Писательсен союзне илместпӗр терӗҫ, «кандидат эротических наук» текенсем те, ӑнланаканнисем те пулчӗҫ. Манӑн «айӑпӗ» вара — герой психологине тепӗр енчен, табу йӗркине пӑхӑнмасӑр, сӑмаха «ҫуллантармасӑр», «фомантикӑламасӑр», «идеализацилемесӗр» чӑнлӑха шырама хӑтланнинче; К.Иванов генилӗхне халиччен тӗпчемен енчен пӑхса тата ҫӳле ҫӗклеме тӑрӑшнинче... Ҫеҫпӗл чунпа чирлине тишкернӗ статьяшӑн (Хыпар. 1994. Чух уйӑхӗн 17-мӗшӗ) каллех «ҫылӑхлӑ пултӑм». Поэт психологине юратупа вилӗм философийӗ мӗнле пырса тивнине Ҫеҫпӗл сӑввисемпе, ҫырӑвӗсемпе, дневникӗнчи йӗркесемпе ӗнентернине чылайӑшӗ йышӑнмарӗҫ. Темиҫе теҫетке ҫул асӑрхама юраман вӑрттӑнлӑхсене, ан тив, тавлашуллӑрах пулин те, ҫиеле кӑларатӑп. Каҫарччӑр вулакансем, лӑпкӑн, шаблонлӑ, ҫывратса ямалла тулек ҫырма вӗренеймерӗм пулмалла».
Ҫирӗм ҫул ытла литературӑра, критикӑра ӗҫлесе В.А. Абрамов литература историйӗ, литература методики, критика тӗлӗшӗпе вунӑ ытла кӗнеке кӑларчӗ, 120 ытла статья, рецензи пичетлерӗ. Вӑлах Ю.Н.Исаевпа перле студентсен «Ытлари» литература альманахне пухса кӑлараканӗ те (6 кӑларӑм).
Унӑн «Сӑмахпа сӑнар сипечӗ» кӗнекине вулакансем ӑшшӑн йышӑнчӗҫ, вӑл хаклӑ парне пулса тӑчӗ. 1998 ҫулта В.А.Абрамов О.И.Печниковпа перле «Сочинени мӗнле ҫырмалла» кӗнеке те кӑларчӗ.
Тӗплӗн, васкамасӑр ӗҫлет Валентин Александрович, малашне те унтан вулакансем тата сумлӑрах тӗпчевсем кӗтеҫҫӗ. Раҫҫей Федерацийӗн Писательсен союзӗн членӗ, филологи наукисен кандидачӗ вӗсен ыйтӑвне туллин тивӗҫтерессе шансах тӑраҫҫӗ.


 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

albina тӳрлетнӗ, информацие 2008-11-24 13:26:12 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 3753 хут пӑхнӑ. Ку страницӑна Администраторсем тӗрӗслемен. Тӳрлетӳсем ҫухалма пултараҫҫӗ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем